Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Пуриншӗн те пӗр хӗвел.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Алентей Григорий Тимофеевич

Алентей Григорий Тимофеевич (чӑн хушамачӗ Алендеев), — чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи. 1903 ҫулхи ака уйӑхӗн 25 Ҫӗрпӳ уесӗнчи (халӗ Чӑваш Енри Вӑрмар районӗ) Кӗтеснер ялӗнче ҫуралнӑ. 1974 ҫулта Шӑхасанта вилнӗ.

Кун-ҫулӗ

Хусанти педагогика курсӗсенче, Мускаври Хӗвелтухӑҫ халӑхӗсен институтӗнче вӗреннӗ. Пӗр хушӑ Канаш хаҫачӗн редакторӗн ҫумӗ пулнӑ, парти органӗсенче ӗҫленӗ.

Пултарулӑхӗ

Кӗнекисем:

  • «Пирӗн сӑвӑ» (1925);
  • «Калавсем» (1952);
  • «Тантӑшсем» (1962).

А. Купринӑн «Шурӑ пудель» (Белый пудель), Р. Джованьонин «Спартак», тата ытти хайлавсене чӑвашла куҫарнӑ.

Ҫавӑн пекех М. Трубина, В. Рзай, А. Эсхель, Л. Агаков, В. Урташ тата ытти ҫыравҫӑсен пултарулӑхӗ ҫинчен тӗпчев статьисем ҫырнӑ.


 
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2009-04-28 18:46:09 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 6225 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем